«Хавхалану» фестиваль-конкурс ҫĕнтерӳҫисене Шупашкарта чысларĕҫ.

«Хавхалану» фестиваль-конкурс ҫĕнтерӳҫисене Шупашкарта чысларĕҫ.

    Ҫулленех  Чăваш Республикин Вĕрентӳ институчĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш  патшалăх педагогика университечĕн РАО академикĕ Г.Н.Волков ячĕллĕ наукăпа тĕпчев институчĕ  тата  Чăваш  наци конгресĕ  «Хавхалану» регионсен хушшинчи  фестиваль  ирттереҫҫĕ. Ăна Раҫҫей Вĕрентӳ академийĕн академикне  Геннадий  Волкова халалланă.  Фестивале шкулчченхи тата пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, библиотекарьсем, культура организацийĕнче ĕҫлекенсем, вĕренкенсен  ашшĕ-амăшĕсем тата кăмăл пур ытти ҫынсем хутшăнма пултараҫҫĕ.

   Кăҫал  фестивале  хутшăнакасем  3 номинацире вăй виҫме пултарчĕҫ. Жюри членӗсем палӑртнӑ тӑрӑх асӑннӑ конкурса 254 ӗҫ тӑратнӑ.  

    Ҫак пултарулăх фестивалĕнче Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлу паракан  шкул вĕренекенĕсем те хастар пулчĕҫ. Юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче тĕп хулара чыслав  иртрĕ. Ҫиччĕмĕш класс вĕренекенĕсем  «Тĕревпе тĕрек» калав тăрăх  кино ӳкерсе 1- мĕш вырăна тухма пултарчӗҫ. 2-мӗш класра  вӗренекенсем "Суяпа инҫе каяймăн" инсценировкăпа  2-мĕш вырăна тухма пултарчӗҫ. Конкурс ҫӗнтерÿҫисене Хисеп хучӗсем парса чысларӗҫ.

      Конкурса хутшăнакансемпе вӗсен ертӳҫисене саламлатпăр, малашне те ҫитĕнӳсем тума сунатпăр.