Ӗнер
пӗрле ҫӳренӗ йӗкӗтсем
Паян
тухаҫҫӗ чикӗ хуралне.
Ҫӳл
тӳпене хываҫҫӗ ҫӗн йӗрсем
Ҫыру
ҫырсамӑр салтаксем патне...
Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене хавхалантарас тӗллевпе Чӑваш Енре "Салтака-ҫыру" акци иртет.Ҫак акцие Елчӗк районӗнчи Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗки пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти ачасем те хастар хутшӑнаҫҫӗ.
"Ҫак паттӑрсем умӗнче хальхи вӑхӑтра кашниех пуҫ таять. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеҫҫӗ. Вӗсем чӑн-чӑн арҫынсем.Вӗсенчен пирӗн тӗслӗх илмелле",-тесе палӑртрӗ 7-мӗш класс ачисен ертӳҫи Любовь Адюкова вӗрентекен. Ҫырӑва ачасем ӑшӑ нуски ӑшне чикнӗ май часах вӗсен ҫырӑвӗсем паллӑ мар салтак патне ҫитсе вӗсен чунӗсене кӑштах та пулин ӑшӑтасса шансах тӑраҫҫӗ.