«Хавхалану» фестиваль ҫӗнтерÿҫисем

«Хавхалану» фестиваль ҫӗнтерÿҫисем

     Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тата Шупашкарти  Г.Н.Волков ячӗпе хисепленсе тӑракан 62-мӗш вӑтам шкул  пуҫарнипе  авӑн уйӑх 12-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗччен республика шайӗнче  «Хавхалану» фестиваль-конкурс иртрӗ.   

     Ҫак конкурс шкул ачисене тата педагогсене Раççей Федерацийĕн сумлă академикĕн Геннадий Никандрович Волковăн ĕçĕ-хĕлне тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарас, шкул ачисен чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен пĕлес туртăмне тата шырав меслечĕпе ăсталăхне те ÿстерме пулӑшать.

     Кашни ҫулах асӑннӑ фестиваль ҫӗнӗлӗхсемпе анлӑланать. Кӑҫалхи ҫул  вара фестиваль-конкурс 3 номинаципе иртрӗ. Ҫак конкурса хутшӑнас тесен шкул ачисен 1-мӗш номинаципе Г.Н.Волков хайлавӗсене пӑхмасӑр илемлӗ вуламалла. 2-мӗш номинаципе  Г.Н.Волков юмахӗсем тӑрӑх инсценировка хатӗрлемелле. 3-мӗш номинаципе вара вӗрентекенсен ӑсчах пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен интернет-публикаци хатӗрлемелле.  Пӗрремӗшпе иккӗмӗш номинацинчи хатӗр ӗҫсене  видео ÿкерсе ярса памалла.

      Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти вӗренекесем те кашни ҫулах ҫак асӑннӑ конкурса тулли кӑмӑлпах хутӑшнаҫҫӗ. Ҫулсерен Л.Г.Адюкова хавхалантарнипе ҫак фестиваль-конкурса унӑн вӗренекенӗсем хастаррӑн хутшӑнаҫҫӗ. Кашни ҫулах малти вырӑна тухаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫул та вӗсем Г.Н.Волковӑн «Тӗревпе тӗрек» хайлавӗ тӑрӑх кино ÿкерсе  республика шайӗнче 1-мӗш вырӑна тухма пултарчӗҫ.Паллах, ку питӗ пысӑк ҫитӗнÿ.

    Ҫиччӗмӗш класра вӗренекесенченчен тӗслӗх илсе иккӗмӗш класра ӑс пухакансем те   вӗсенчен юлас темерӗҫ. О.Т.Казначеева ертсе пынипе хӑйсен артист пултарулӑхне республика шайӗнчех вӗсем те тӗрӗслеме шутларӗҫ. Ҫак кӗҫӗн ÿсӗмри  ачасем  «Суяпа инҫе каяймӑн» юмаха рольсем тӑрӑх ӑста выляса видеоинсценировкӑпа иккӗмӗш вырӑна тивӗҫрӗҫ. Пултаруллӑ та маттур ачасемпе тата вӗсен ертÿҫисене юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар хулинче чыслӗҫ.

Ҫак каҫӑпа кӗрсе фильмсене курма пултаратӑр:

Г.Н.Волков «Тӗревпе тӗрек»   https://www.youtube.com/watch?v=fT9Yd-MWEz0&t=6s

Г.Н.Волков «Суяпа инҫа каяймӑн»  https://www.youtube.com/watch?v=EKXCOv1p65w&t=1s