Иккĕмĕш
класра вĕренекенсемпе паян «Тăнăҫ пурнăҫшăн» ятлă калаҫу иртрĕ. Юлашки вăхăтра
ҫĕршыв тăнăҫлăхĕ лăпкă пулманни шкулта вĕренекене те канăҫсăрлантарать. Тăванла халăхсене Украина влаҫĕ пусахланинчен
хăтарма ҫар ретне хăйсен ирĕкĕпе хутшăннисем те йышлă. Аслă Елчĕк ялĕнчен тунти
кун тăхăр ҫамрăка Раҫҫее Киевăн нацистла режимĕнчен хӳтĕлеме ăсатнă. Вĕсем
хушшинче ыттисенчен ҫулĕпе чылай аслăрах Никитин Владимир Геннадиевича та
асăрхама пулать. Вăл хăй ирĕкĕпе нацизмпа кĕрешме кайма кăмăл тунă. Владимир
Геннадиевич тăватă ача ашшĕ. Аслисем ҫитĕнсе хăйсен ҫулĕсене шыраса тупнă ĕнтĕ.
Кĕҫĕн ачи иккĕмĕш класра вĕренет. Пĕчĕк Володя ашшĕ паттăр пулса килессе
шанать, шкулта тăрăшса вĕренме сăмах парать.