«Юрӑ – чун уҫҫи», - тесе палӑртаҫҫӗ халӑхра.
Чӑн та, чунра пысӑк хурлӑх чухне юрласа яратӑн та пӗр-ик ҫавра, чун уҫӑлса
каять, инкек-синкекпе кӗрешме вӑй тупӑнать. Ҫавӑнпа та, чӑвашсем савӑннӑ-и,
хурланнӑ-и, ӗҫленӗ-и хӑйсене яланах юрӑ юрласа йӑпатма пӗлнӗ.
Пурнăç юрă-кĕвĕсĕр пулма пултарасса никам та ĕненмест. Юрă-кĕвĕ мĕнле тата
хăçан пулса кайнă-ши? Ҫак юрӑ-кӗвве мӗнле кӑларӑҫҫӗ-ши? Ҫак ытусем тавра пулчӗ те тунтикунхи
пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫар проект теми.
Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти 7-мӗш класра вӗренекенсем В.Адюков, Н.Фомиряковӑн пултарулӑхӗсемпе паллашрӗҫ. Ачасем ӗлӗкхи юрӑ-кĕвӗ хатӗрӗсене куçпа курса тата хӑйсемех выляса пӑхма пултарнишӗн питӗ савӑнчӗҫ.