«Кадрти вĕрентекен» республика фотоконкурс ҫӗнтерÿҫи - Любовь Адюкова

«Кадрти вĕрентекен» республика фотоконкурс ҫӗнтерÿҫи - Любовь Адюкова

    «Кадрти вĕрентекен»  фотоконкурса пĕтĕмпе республикӑри 522 шкул ачипе педагогран пин ытла ĕç килсе çитнине палӑртаҫҫӗ жюри членӗсем. Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви 6 çĕнтерÿçе палăртнă. «Мана вĕрентекен пулма пÿрнĕ» номинацинчи ҫӗнтерÿҫӗсен йышӗнче Г.Н.Волков ячӗллӗ  Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен тата вулавӑш ертÿҫи пулса тӑрӑшакан Любовь Германовна Адюкова тивӗҫме пултарнӑ. Илемлӗ сӑн ÿкрчӗксем ÿкересси Любовь Германовнан чун киленӗҫӗ. Юратнӑ ӗҫпе малалла та киленсе  ҫӗнӗ ҫитӗнÿсем  патне ӑнтӑлмалла пултӑр.