Ҫут мерчен пек кӗмӗл тӗслӗ
Пуҫ ҫинче выртать тӗтре.
Асаннеҫӗм шурӑ ҫӳҫлӗ,
Пулинех! Ҫапах хитре.
Хура-шурӑ нумай курнӑ,
Пурнӑҫ тӑршшӗпе самай.
Асаннеҫӗм, нумай пурӑн!
Пултӑр савӑнӑҫ чылай.
Йăлана кĕнĕ тăрăх юпа уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче эпир аслă ăрури çынсен уявне паллă тăватпăр. Ку уяв халăхра ырă кăмăллăхпа хисеплĕх кунĕ шутланать.Çамрăк ăру хушшинче аслисене хисеплес туйăма аталантарасси, ырă сăмахпа чунĕсене ăшăтма, ырă ĕçсемпе пулăшма хавхалантарасси те - çак паллă уявăн тĕп тĕллевĕсем.
Асăннă уява халалласа Елчӗк районӗнчи
Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти 7-мӗш класра
вĕренекенсем саламлӑ открыткӑсем хатӗрлерӗҫ. Класс ертӳҫи Любовь Германовна
Адюкова сӗннипе открыткӑсене сӑнӳкерчӗксемпе илемлетрӗҫ. Илемлӗ те куҫа илӗртекен
саламлӑ открыткӑсене ачасем аслӑ ӑрури ҫынсем патне ҫитерсе савăнтарма
пултарчĕҫ. Ырӑ туни ырӑпах таврӑнать. Ырӑ ӗҫ тума вӑтанас марччӗ.