Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пӗтӗм халӑх Ваттисен кунне паллӑ тӑвать. Уявӑн тӗп тӗллевӗ – ҫак кун аслӑ ӑрури ҫынсене тата та ытларах тимлӗх уйӑрасси. Ҫамрӑксен вара кирек епле самантра та аслӑ ӑру ҫыннисене пулӑшма хатӗр пулмалла.
Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри
пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти 7-мӗш класра вӗренекенсем Любовь Германовна
Адюкова класс ертÿҫипе пӗрле паянхи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫар занятинче «Ватта
сума сӑвакан хӑй те сумлӑ пулакан» темӑпа хӑйсен ҫывӑх та хаклӑ
ватӑ ҫынсем ҫинчен калаҫу пуҫарчӗҫ.
Мӗнле лайӑх вӑл ӑслӑ, ырӑ тата кирек хӑш вӑхӑтра та пулӑшма хатӗр
асаннепе асатте, кукаҫипе кукамай пулни. Вӗсем пире кулленхи
пурнӑҫра та нумай ырӑ канаш параҫҫӗ, пирӗншӗн вара яланах тӗслӗх
вырӑнӗнче.
Калаҫӑва пӗтӗмлетнӗ май ачасем чи ҫывӑх ҫынсемпе яланах юнашар пулса тата кирек хӑш вăхăтра та пулӑшу аллине тӑсма хатӗр пулмаллине ҫирӗплетрӗҫ.