Кăҫалхи вĕренӳ ҫулĕнче кашии вĕренӳ
эрни тунти кунхи «Чи пĕлтерĕшли ҫинчен калаҫатпăр» темăпа заняти ирттернинчен пуҫланать.
Г.Н. Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулти 2-мĕш класра К.Э.Циолковский ҫуралнăранпа 165 ҫул
ҫитнине халалласа «Вĕҫме ĕмĕтленетĕп» заняти иртрĕ.
Класс
ертӳҫи вĕренекенсене К.Э. Циолковский
ăславçăн тата ученăйăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Ачасем Циолковскийĕн пархатарлă ĕҫĕ ҫинчен ӳкернĕ видеороликпа паллашрĕҫ. Ученăйăн изобретейĕсемпе ĕҫĕсем
космонавтикăна пысăк витĕм кӳни ҫинчен пĕлчĕҫ. Вĕрентекен ачасене Совет тата Раççей
ученăйĕсемпе ăславçисен тата космонавтсен тĕлĕнмелле пысăк çитĕнĕвĕсемпе ҫинчен
тĕплĕн паллаштарчĕ. Кашни ачан куҫĕнче ырри ҫинчен ĕмĕтленни палăрчĕ. «Ҫăлтăрсем
патне, пĕлӳ патне, ĕмĕт патне – малалла каяр!» текен шухăшсем вĕҫсе илчĕҫ тейĕн кашни ачан пуҫĕнче.