2022-2023 вӗренӳ ҫулӗ умӗнхи анлӑ вӗрентекенсен конференцийĕ

2022-2023 вӗренӳ ҫулӗ умӗнхи анлӑ вӗрентекенсен конференцийĕ

     Паян районта учительсен августри конференцийӗ иртрӗ. Унта вӗрентекенсемпе шкулсенчи управлени командисем, педагогика ӗҫӗн  ветеранӗсем, район администрациӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый, Чӑваш Республикинчи Ача прависем енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Алевтина Федорова хутшӑнчӗҫ. Райадминистрацин вӗренӯпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Марина Чернова «Воспитани – паянхи вӗрентӗвӗн стратегиллӗ тӗллевӗ» темӑпа доклад туса пачӗ. Конференцие хатӗрленсе шкулсемпе ача сачӗсен коллективӗсем хӑйне евӗрлӗ куравсем йӗркеленӗ. Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Любовь Германовна Адюкова  вара ҫӑм атӑ йӑвалас ӑсталӑха алла илессин хӑш та пӗр саманчӗсене кӑтартса пачӗ. Кӗҫӗн классене вӗрентекен Ольга Трофимовна Казначеева пусмаран тунă пуканесен куравӗпе паллаштарчӗ. Хӑнасемпе ӗҫтешсем  вĕсен ал ӗҫӗсемпе интересленсех паллашрĕҫ. Куравпа  кӑмӑллӑ пулнине  те палăртрĕҫ.