Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа Шупашкарти П.Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ П.Хусанкай ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине палӑртса «Эп чӑваш ачи» ятпа сӑвӑ вулакансен конкурсӗ иртрӗ. Ҫак конкурса ачасемпе çамрăксене тата аслă ăрури çынсене чӑваш халăх поэчӗн пултарулӑхӗпе анлӑрах паллаштарас, чăваш чĕлхипе тата литературипе кăсăклантарас, вулав пултарулăхне аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Петӗр Хусанкайӑн хайлавӗсене нумай чӗлхене куҫарнине шута илсе, урӑх халӑх ҫыннисем те асӑннӑ конкурса чылайӑн хутшӑннӑ. Тÿресем конкурса уйрӑмах вулавӑшсенче ӗҫлекенсемпе вӗрентекенсем, шкул ачисем хастар хушӑннине палӑртаҫҫӗ. Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлу паракан вӑтам шкулти 6-мӗш класра вӗренекен Милана Бобина тата унӑн ертÿҫи Любовь Адюкова вӗрентекен ҫак конкурса хутшӑнса хисеп хучӗпе парнесене тивӗҫнӗ. Маттур та пултаруллӑскерсене малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр.