«Тантӑш» хаҫат — шкул ачисен юратнӑ хаҫачӗсенчен пӗри. Республикӑри тата ун тулашӗнчи чӑваш ачисен пурнӑҫне, вӗренӗвне, ӗҫне-хӗлне ҫутатаканскере кашни шкул ачи кӑсӑклансах вулать пулӗ. Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлу паракан вӑтам шкулти 6-мӗш класс ачисем «Тантӑш» хаҫатӑн ҫывӑх тусӗсем. Ачасем хӑйсем ҫырнӑ заметкисене, статйисене, сӑвви-калавӗсене тата ыттисене те хаҫатра час-часах вуласа паллашма пулать. Ҫавна пулах «Тантӑш» хаҫат ӗҫченӗсем те ҫак шкулти ачасемпе туслӑ ҫыхӑну тытсах тӑраҫҫӗ. Ӑста ҫамрӑк юнкорсемпе паллашас, вӗсемпе тачӑ ҫыхӑнура пулас тӗллевпе пирӗн шкула та ҫитсе килчӗҫ.
Хӑнасем Аслӑ Елчӗкри 6-мӗш класра
вӗренекен ачасем хаҫат-журналӑн кашни номернех ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ заметкӑсем
ҫырса тӑнине палӑртрӗҫ. Уйрӑммӑн вара М.Бобинӑна, В.Филимоновӑна,
А.Печковӑна, Т.Амасева, А.Патшина палӑртни питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ. Вӗсен хайлавӗсем
хаҫат-журналсенче ытларах кун ҫути кураҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра компьютер,
ҫӳллӗ шайри электронлӑ техника кунран кун вӑй илсе пырать. Паллах вӗсене
алла илсе ӑса хывнӑ май пурнӑҫ та сисӗнмеллех улшӑнччӗ.
Интернет урлӑ кирек мӗнле ҫӗнӗ пулӑмпа та паллашма пулать. Кун пек
мел пулни палах питӗ паха. Кун пек чухне алла кӗнеке тытас килет-и-ха?
Ҫапах та чылай чухне интереслӗ, хитре ӳкерчӗклӗ хаҫат-журнал хӑй патне
туртать-туртатех. Паянхи «Тантӑш» хаҫатӑн ҫӗнӗ номерӗпе паллашнӑ май
ачасем ҫакна тепӗр хут ӗненме пултарчӗҫ те.