Ҫу кунӗн хаваслӑ кунӗсем хыҫа юлса пынишӗн
Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти 6 –мӗш класс
ачисем пӗрре те кулянмаҫҫӗ. Кану кунĕсене хаваслă та тулли кăмăлпа, чунтанах
канса ирттӗрнӗ тейӗн вӗсем ҫине тинкернӗҫемӗн. Ҫӗнӗ ӗҫ эрнине пӗр класра вӗренекен
тусӗсемпе пӗрле ирттерни вара вӗсемшӗн чӑн-чӑн савӑнӑҫ. Улттӑмӗшсемшӗн пӗр эрне
тӑсӑлнӑ шкулти практика кунӗсем пӗр кун евӗр иртсе кайрӗҫ тейӗн.
Кашни ҫыннӑн чун туртӑмӗ хӑйне евӗр. Кашниех мӗнле те пулсан ӗҫе лайӑхрах, тирпейлӗрех, тӗплӗрӗрех, тасарах, пахарах тума тӑрӑшать. Ӗҫ ҫине ача мӗнле пӑхни пӗчӗк чухнех палӑрать. Ҫитӗнекен ҫамарӑк ӑрун малаллахи пурнӑҫӗ еплерех пуласси те ҫакӑнтан сисӗнме пуҫлать те ӗнтӗ. Кунта: «Лаша пуласси – тихаран паллӑ, ҫын пуласси– ачаран», -тенӗ ватисен сӑмахӗ те тÿр килет. Ҫын ҫӗр ҫине телейлӗ, сывлӑхлӑ пурӑнма ҫуралать. Ӗҫлемесӗр мӗнле телейлӗ пулӑн-ха. «Мӗн пӗчӗкрен ӗҫ патне туртӑнса ÿсекен ҫын анчах пурнӑҫра паттӑр пулма пултарать»,-тет вӗсен класс ертÿҫи Л.Г.Адюкова. Ҫапах та юратса тунӑ ӗҫ нихӑҫан та йывӑрлӑх кÿмест.