Асаилÿпе паттӑрлӑх урокӗ

Асаилÿпе паттӑрлӑх урокӗ

     Çĕршывăн чĕри çинчи суран – Аслă Аттелĕх вăрçи. Тăван çĕршыв ирĕкĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пынă хаяр вăрçă тăватă çул кĕрленĕ. Этем историйĕшĕн çак тăватă çул – нихçан та асран тухман вăхăт, вăрăм-вăрăм çул çинче аякран курăнса ларакан чикĕ юпи евӗрех.

    Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе кăçал 77 çул çитет. Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентесси – ҫамрӑк ӑрӑва таса кӑмӑл-сипетлӗ воспитани парассин пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗсенчен пӗри. Ҫитӗнекен ӑрӑвӑн патриотла воспитани туйӑмне аталантарас тесен ӑна кашни кунах уҫӑмлатмалла. Ачасене обществора пулса иртекен ӗҫсемпе, культурӑпа кӑсӑкланччӑр тесен тӗрлӗ общество тата политика хастарĕсемпе, çар ветеранĕсемпе  час-часах тӗлпулусем йĕркелесе памалла. Халӗ те пирӗнпе юнашар хаяр вăхăт нушине курса ÿснӗ вӑрҫӑ ачисем, тыл ветеранӗсем пурӑннипе савӑнмалла.

    Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Л.Г.Адюкова 6-мӗш класра вӗренекенсемпе асаилÿпе паттӑрлӑх урокӗ ирттерчӗ. Паллах, уроксенче литературӑри сӑнарсем урлӑ ҫеҫ ачасене иртние чӑнлӑх пек каласа кӑтартмашкӑн ҫӑмӑл мар. Палӑртнӑ урок тухӑҫлӑрах та ӗнентерÿллӗрех пултӑр тесе вӑрҫӑ ҫулӗсенче хӗн-асап курнӑ тыл ӗҫченне Мария Яковлевна Филимоновӑна йыхраларӑмӑр. 94 ҫула пуснӑ Мария Яковлевна вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул 11 ҫулта пулнӑ.

«Эх, тахҫан хам та сирӗн пек ача кӑначчӗ. Ӗнтӗ вӑл вӑхӑтсем тахӑш вӑхӑтра хыҫа юлчӗҫ. Хаяр вӑрҫӑ мӗнпур халӑх, пӗтӗм ҫӗршыв пурнӑҫне улӑштарса хучӗ. Вăрçă вăл – çĕр йăтайми инкек, хурлăхлă куççуль, ĕмĕрлĕх çухату пулчӗ пирӗн ӑрушӑн»,- тесе  малалла тӑсрӗ хӑйӗн калаҫӑвне хисеплӗ ҫыннӑмӑр.

    Пурнăç таппинче йывăрлăхĕсене сахал мар тĕл пулнă пулсан та чун-чĕре ăшшине çухатман  Мария Яковлевна асаилӗвӗнчи кашни сӑмаха ачасем тимлӗ итлесе ӑша хыврӗҫ. Унӑн наградисемпе паллашрӗҫ. Хӑйсен аслашшӗсем пирки те пӗр-пӗрне каласа кӑтартрӗҫ.

Питĕ шел, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнчи пурнăçа чĕрене хускатакан тĕслĕхсемпе сăнарлакан ветерансем, тыл ĕçченĕсем те кашни çул чаксах пыраççĕ. Маларах вĕсем шкулсенче ҫакӑн йышши уроксенче çитĕнекен ăрупа тĕл пулусем ирттернĕ пулсан, халĕ тухса çÿреймеççĕ.

     Хăйсен пурнăçне шеллемесĕр çĕнтерÿ тума пултарнӑ паттăрсене эпир нихăçан та манмăпăр! Вӗсен ырӑ ячĕ пирĕн чĕресенче ĕмĕр упранĕ.