Тăван
чĕлхе пурри – телей. Çав илемлĕ те çепĕç чĕлхепе кулленех ачасене калаçтарни,
ăна хисеплеме те упрама вĕрентни пысăк сăвап. Çак шухăша тĕпе хурса ĕçлетпĕр
эпир хамăр шкул ÿсĕмне çитмен ача садĕнче.
Ака
уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Хурӑн» ача садӗнче чăваш чĕлхи кунне халалласа тӗрлӗ
мероприятисем иртрĕç. Воспитательсем ачасене тематика занятийӗсенче республика
элемӗсемпе, тӑван тӑрӑхӑмӑрти паллӑ вырӑнсемпе, чӑваш вӑйисемпе тата чӑваш
тӗррин орнаменчӗсемпе паллаштарчĕç. Тӗрӗ- чӑвашсен чи авалхи искусствисенчен
пӗри пулни пирки чарӑнса тӑчӗç тата ачасем. «Асамлă чӑваш тӗрри» презентаци
пӑхрӗҫ.