Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшлĕ пĕлÿ паракан вăтам шкулта ака уйăхĕн 19-25 –
мĕшĕнче чăваш чĕлхи эрни пулса иртрĕ. Çак уявран никам та пăрăнса юлмарĕ.
Ака уйăхĕн
19-мĕшĕнче «Хурăн» ача пахчинчи аслă ушкăнри ачасем чăваш тĕррин асамлăхне туйрĕç. Тĕрĕ
символĕсемпе паллашса тĕссене уйăрма вĕренчĕç. Çавăн пекех вулавăшра «Савнă çĕр
–Чăваш çĕр-шывĕ» тата»Аваллăха упрар»куравпа
паллашрĕç.
6-9-мĕш
классем хушшинче «Илемлĕ чăваш
чĕлхи»сочиненисен конкурсĕ иртрĕ. Чи
пултаруллине суйласа илме питĕ йывăр пулчĕ. Ачасем хăйсен сочиненийĕсенче тăван
çĕр-шыва юратни, ăна упрама тăрăшни палăрчĕ. Чи лайăх сочинени вара 9-мĕш класра
вĕренекен Матвеева Александра, Мартынова Дарья тата Афанасьева Даша пулчĕç.
1-5 класс
ачисем вара ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх ÿкерчĕксем
ÿкерчĕç. Ачасем юмах паттăрĕсемпе туслă пулни палăрчĕ.5-10 классем Чăваш енĕн
паллă çыннисем ятпа хаçатсем кăларчĕç. Ача пахчинчи ачасем «Кушакпа шăши» чаваш
вăййи выляса савăнчĕç.
Ака уйăхĕн
21-мĕшĕнче 7-мĕш классем хушшинче «Кам нумайрах пĕлет» викторина пулса иртрĕ.
Ачасем çак викторинăра хăйсен пĕлĕвĕсене уçса пачĕç.
Ача пахчинче
аслă ушкăнра иртнĕ «Тăван чĕлхе-пĕлÿ çăл
куçĕ»уçă заняти пурин кăмăлне те кайрĕ. Ачасем тăван чĕлхепе илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç, сăвăсем
каларĕç.
Çавăн пекех
Чаваш чĕлхи кунне халаласа уяв концерчĕ
пулчĕ. Ачасем хăйсен илемлĕ чаваш юррисемпе ташшисемпе савăнтарчĕç. Мĕн тери
таланлă ачасем.
И.Я.Яковлев
çуралнине халалласа кашни класра уçă класс сехечĕсем пулса иртрĕç. Унта ачасем
И.Я.Яковлев ĕçĕ-хĕлĕпе, вăл çырнă калавĕсене тишкерчĕç.
Çак эрнесем пулса
иртни чăваш чĕлхине упрама, юратма, хисеплесе пыма вĕрентессе шанас килет.