Эпир яланах çитĕнекен ăру валли тĕслĕх пулар!

Эпир яланах çитĕнекен ăру валли тĕслĕх пулар!

 

«Авалтан пыракан ырȃ йȃлана пȃхȃнса пурȃн, вȇсене ҁамрȃк ȃрȃва халалласа вȇрентсе хȃвар» - тенȇ  Г.Н.Волков.

Аваллȃхсȃр малашлȃх пулманнине тȇпе хурса Г.Н.Волков ячȇллȇ  Аслȃ Елчȇкри пȇтȇмȇшле пȇлу паракан вȃтам шкулта  вȇрентекенсем чȃваш чȇлхине халалланȃ эрнелȇхе хаваспах хутшȃнма кȃмȃл турȇҁ. Ӗлȇкхи  анат чȃвашсен  тумȇ ытти чȃвашсенчен  мȇн енчен уйрȃлса тȃнине ачасене хȃйсем ҁинче паллаштарчȇҁ. Авал  чȃваш хȇрарȃмȇ хȃйсем  кантȃр ҁиппинчен  тȇртсе тунȃ  пиртен ҁȇленȇ кȇпесем,  ал шȃллисем  хȇрȇн ȇҁченлȇхне кȃтартнȃ. Мȇншȇн тесен качча кайнȃ чухне хȇрȇн арчи тулли пулмалла пулнȃ.

Тȇрлȇ тȇслȇ пиртен ҁȇленȇ кȇпесем ачасемшȇн тȇлȇнтермȇш пулчȇ. Авалхи хȇрарȃм  ȇҁчен сȃнарȇ вȇсен куҁ умне тухса тȃчȇ.