Ака
уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуҫласа 25-мĕшӗччен Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслă Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулта чăваш
чĕлхи эрни пырать.
Чăваш
чĕлхин тĕп уявĕ И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кун − ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртĕ. Ҫак уява
халалласа вулавӑш ертÿҫи Любовь Адюкова ӗлӗкхи кил-ҫуртри кивелнӗ япаласенчен
«Аваллăха упраса» ятлă курав йӗркеленӗ.
Пурнӑҫ улшӑннӑ май çынсем кулленхи чылай ĕç хатĕрĕпе усă курма пăрахса
пыраҫҫĕ. Ҫавна пула ĕлĕкхи япаласене пĕлтерекен сăмахсемпе халĕ сайра хутра çеç
усă кураççĕ е вĕсем чĕлхерен пачах тухса ÿкеҫҫĕ. Хальхи саманара тăпач, сутник,
теçетник, пăт, пăтавкка, клеме, кусиле, авăн сăмахсене чылайăшĕ пĕлмеççĕ,
мĕншĕн тесен вĕсене пĕлтерекен япали е ăнлавĕ халĕ çук ĕнтĕ. Япалипе пĕрлех
манăçа тухнă вĕсем.
Любовь
Германовна ачасене арчари ӗлӗкхи япаласене те кăлара-кăлара кăтартрӗ,
асанне-асаттесем урине тăхăннă ҫăпатана мӗнлерех сырни пирки те тӗплӗн каласа
пачӗ. Ĕлĕкрен упраннă япаласене алăпа тытса пăхмасăр чăтма май та
ҫук. Кураври кашни
япалана сăнанăҫемĕн ачасен куҫĕсем хавхаланупа ҫиҫни
вĕрентекенсене савăнтарчĕ.