Кашни кĕтес хăйĕн пултаруллă та маттур çыннисемпе пуян. Кун пек ҫынсем кирек епле профессинче те палăраççĕ. Вĕсем ҫинчен пирĕн манмалла мар. Ҫитĕнекен ăрăва мухтава тивĕҫнĕ ҫынсем ҫинчен аса илтерсех тăмалла. Паллах, пурте ҫутă ҫăлтăр пулаймаҫҫĕ, анчах та вĕсем те халăхшăн курăмлă ĕҫ пайтах тăваҫҫĕ. Кун пек ҫынсен те сумлă та пархатарлă ĕҫĕсем ҫитĕнекен ăрушăн тĕслĕх вырăнĕнче.
Ака
уйăхĕн 18-мĕшĕнче Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам
шкулта 1-7-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче шахмат турнирĕ иртрĕ. Асăннă
турнира Чӑваш Енре – Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне тата ҫак шкулта нумай ҫул хушши математика предметне вĕрентнĕ Федор Ефимович
Игнатьева халаланă. Федор Ефимович хăй вăхăтĕнче ăста шахматистсенчен пĕри
пулнă. Шăпах шашка, шахмат вăййи ачасен шухăшлавне, тавҫăруллăхне аталантарма май панине шута илсе шкулта та ҫак енĕпе кружоксем ертсе пынă вăл. «Кун йышши вăййя ятарлă
вĕренÿ кĕнекисемпе анчах вĕренни ҫителĕксĕр,
вăйăпа çирĕплетнĕ теори кирлĕ кунта», - тесе каланине час-часах асăнать
унăн юлташĕ Алексей Александрович Агеев.
Федор Ефимовичăн ҫывăх юлташĕ
Алексей Александрович та Аслă Елчĕк ялĕнчех ҫуралса ÿснĕ.
Хăй вăхăтĕнче те халĕ те районти чи вăйлă шахмат вылякансенчен пĕри вăл. Тивĕҫлĕ канура пулнине пăхмасăрах ачасем хушшинче шахмат
вăййине аталантарма тăрăшать вăл. Алексей Александрович Любовь
Германовна Адюкова шкулта ертсе пыракан шахмат кружокĕнчи уçă
уроксене те час-часах хутшăнать, хăйĕн пултарулăх меслечĕпе ыттисене те
паллаштарать. Хăй те ача чухне шахматпа туслă пулнă, ăмăртусенче çĕнтернĕ,
çавăнпа ачасен чун киленĕçне аван ăнланать вăл. Ачасем те ăна питĕ юратаҫҫĕ. Вăл шкула килессе чăтăмсăр кĕтеҫҫĕ.
Халĕ шкулсенче «Шкулти шахмат» проект вăя
кĕрсе пырать. Çавна май спортăн «ăслă» тĕсĕпе туслашас текенсен йышĕ те ÿссе
пыни савăнтарать.
Ӑмӑрту пуҫламӑшӗнче Любовь
Германовна ачасене Федор Ефимовичăн сăнÿкерчĕкĕсенчен ятарласа хатĕрленĕ
«Манăн пурнăҫ таппи» презентаципе паллаштарчĕ. Шкул
директорĕ Николай Анатольевич Волков ҫак ӑмӑртӑва малашне
те пуҫарса ярса аталантарса пыма сĕнчĕ. Ачасене
шашка вӑййине выляма, юратма вӗрентекен, турнирăн тĕп судьи Алексей Александрович хăйĕн
юлташĕ Федор Ефимович Игнатьев хăй вăхăтĕнче ҫак ӑмӑртӑва пуҫарса яракансенчен пӗри пулнине палӑртса хӑварчӗ. Пурне те тупӑшура ӑнӑҫу сунчӗ.
Турнир
тăршĕпех ачасем хушшинче хĕрÿ тупăшу пычĕ. Кунта хăвăртлăх кирлĕ маррине пурте
аван чухлаҫҫĕ.Васкамасăр тарăннăн шухăшланă утăм
анчах ҫĕнтерÿ патне ăнтăлма пулăшнине
чухласа, утăм хыҫҫăн утăм тăваҫҫĕ.
Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ ҫапларах пулчӗ: кĕҫĕн класри хӗрачасем хушшинче пӗрремӗш вырӑна
4-мĕш класра вĕренекен Арина Кантеева ҫĕнсе илме пултарчĕ.2-3 вырăнсене Ева Сундуловапа Ангелина
Сусметова пайларӗҫ. Вăтам ушкăнри хӗрсем хушшинче 7-мĕш класра вĕренекен Аня Казначеевăпа
6-мĕш класра вĕренекен Валерия Филимоновăна ҫитекенни пулмарĕ.
Кĕҫĕн класри арҫын ачасем
хушшинче пĕрремĕш вырăна Дмитрий Бурмистров ҫĕнсе илчĕ, 2-3 вырăнсене Арсений Адюковпа Иван Сундулов
пайларĕҫ. Вăтам ушкăнрисен хушшинче 6-мĕш
класри Александр Патшина ҫитекенни
пулмарĕ, 2-3 вырăнсене 6-мĕш класра вĕренекен Тимур Амасевпа Максим Прокопьев
пайларĕҫ. Ӑмӑртура мала тухнисене шкул администрацийĕ грамотӑсемпе парнесем парса чысларӗ.