Ҫитӗнекен ӑрӑва - патриотла воспитани

Ҫитӗнекен ӑрӑва - патриотла воспитани

    Тăван ҫĕршыва юратма вĕрентесси — çитĕнекен ăрăва таса кăмăл-сипетлĕ воспитани парассин пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри. Çамрăксене Тăван ҫĕршыва юрăхлă çитĕнтерес, патриотла туйăма ăс-тăнпа чуна хывма пулăшас, паттăрсене хисеплесе вӗсен ячӗсене яланах асра тытас тесен ҫак тенкĕпе виçейми тупрана паянхи çитĕнекен ăрăва та, ыранхи яш-кĕрĕме те тивĕçлипех памалла. Çамрăк ăрăвăн пултарулăхне аталантарма, патриотлăх туйăмне çирĕплетес тӗллевпе уроксем пуçланас умĕн шкулсенче гимн юрлассине йӑлана кӗртме йышӑннӑ. Ку сӗнӗве Правительство çуртĕнче иртекен координаци канашĕн ларăвĕнче ырланӑ.  

       Гимн – халăх пуянлăхĕ. Ăна кашни çыннăн пĕлмелле. "Пирӗн Тӑван ҫӗршыв пӗрре" проекта пур пĕлӳ çуртĕнче те халӗ ăша хываççĕ  Ҫак пархатарлӑ та ырӑ  йӑлана Г.Н.Волков  ячӗллӗ Аслӑ  Елчӗкри  пӗтӗмӗшле пӗлÿ  паракан вӑтам шкулти вӗрентекенсемпе вӗренекенсем те ырларӗҫ.
     6-мĕш класра вĕренекенсенсем Л.Г. Адюкова класс ертÿҫи сӗннипе  малашне кашни ире çĕршыв гимнĕ юрланинчен пуçлас тесе йышӑнчӗҫ. Паян та вӗсем Раҫҫей ялавӗ тӗслӗ тӑхӑнса гимнӑн кашни сăмахне ăнланса, мăнаçланса юрларӗҫ. Çак хĕр ачасемпе арçын ачасем – пулас тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем-ҫке.

     Патриотлăх туйăмне шкул саккинченех аталантарасси питӗ  пĕлтерĕшлĕ. Кашни  класрах халĕ Раҫҫей ялавӗпе хамӑр Чӑваш Республикин ялавӗ те куҫа илӗртет. Ку вӑл патриотизм туйăмне çирĕплететме те пулӑшать. Патриотла воспитание аталантарассине пĕлӳ çурчĕсенче малашне «Пирӗн Тӑван ҫӗршыв пӗрре" проект пурнăçланнă вăхăтра ҫеҫ мар ытти чухне те аталантарасса шанас килет.