«5 минутлăх» текен
ăнлав халӗ тĕрлĕ ĕçре ирхи канашлăва пуçтарăнакансемшĕн çеç мар, шкул ачисемшӗн
те пĕлтерĕшлĕ сăмах пулса тӑчӗ. Кашни шкултах тунтикунсерен пӗрремӗш урок
пуҫланиччен «5 минутлăх» урокӗсем ирттересси те йӑлана кӗрсе кайрӗ. Урок темисем
те ачасемшӗн кӑсӑклӑ, кашни калаҫурах вӗсем Тăван çĕршыва
тата та ытларах юратма, хисеплеме вĕренсе пыраҫҫӗ. Хамӑр Тӑван
ҫӗршывшӑн кирек хӑҫан та кар тӑма ӑнтӑлаҫҫӗ.
Паянхи
тунтикун Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлу паракан вӑтам шкулти
6-мӗш класс ачисемшӗн «Санкции – новые
возможности» информаципе паллашнинчен пуҫланчӗ. «5
минутлăх» урок тени палах 5 минута анчах пĕлтермест. Ирхи калаçу 10 минутран ытларах та
тӑсӑлать. Чи кирли – ачасем информацие тĕрĕс ăнланни. Паянхи вĕренекенсем информацие çакăн пек урок пуçланиччен илни питĕ
паха. Раççейре пурăнакан ытти халӑхсем мӗнпе кӑсӑкланнине, вӗсен хӑйнеевӗрлӗ
культурине пурин те пӗлмелле. Эпир пурте пĕр çĕршывра çуралнă, кунтах пурăнатпăр.
Калаҫӑва пӗтӗмлетнӗ май класс ертÿҫи Любовь
Германовна Адюкова малашне çакнашкал тĕлпулусене общество тата политика
хастарĕсене те, çар ветеранĕсене те йыхравлассине палӑртрӗ.