«Ҫут ҫанталӑка упра - ҫут ҫанталӑк вӑл тупра!» экологи театрӗн ҫитӗнӗвӗ

«Ҫут ҫанталӑка упра - ҫут ҫанталӑк вӑл тупра!» экологи театрӗн ҫитӗнӗвӗ

     Çут çанталăка упрасси кашни çыннăн обществăри тивĕçĕсенчен пĕри.  Ҫут çанталăк вӑл- этемĕн мăн амăшĕ. Ăна сăтăрçăсемпе сиен кÿрекенсенчен хÿтĕлеме мӗн пӗчекрен хӑнӑхтарса пымалла. Ҫут ҫанталӑк хӑйне усал тӑвакана усал тӑвать, юратакана – юратать, ырӑпа тавӑрать.

     Ҫак кунсенче Елчӗкри хушма пӗлÿ паракан ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх ҫуртӗнче  республика шайӗнче иртекен «У леса на опушке» экологи театрӗсен пӗтӗмлетӗвне палӑртрӗҫ. Кӑҫалхи конкурс ытти ҫулхисенчен самай улшӑннӑ. Хайлавӑн сценарине  ачасен хӑйсен ҫырса хатӗрлемелле. Хатӗр юмаха сцена ҫинче ӗнентерÿллӗ выляса, видео ÿкерсе жюрисен умне тӑратмалла.

    Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри  пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам  шкулти  6-мӗш класс вӗренекенӗсем  иккӗмӗш ҫул «Хаваслӑх» (ертÿҫи Л.Г.Адюкова) театр ушкӑнне ҫÿреҫҫӗ. Ҫак   асӑннӑ конкурса вӗсем «Ҫут ҫанталӑка упра - ҫут ҫанталӑк вӑл тупра!» юмаха ӗнентерÿллӗ выляса 2-мӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарчӗҫ. Маттурсем,  улттӑмӗшсем!!!