Мухтавлă ентешсен çулталăкне
халалланă Республика шайӗнчи оратор ăсталăхĕн конкурсĕ иртрĕ.
Конкурса муниципалитет тапхăрĕнче мала тухнă 5-6-мĕш классенче вĕренекен ачасем
хутшăнчĕç.
Ҫынсем умĕнче чăвашла илемлĕ калаçма пултаракан ачасем хутшӑннӑ ку конкурса. Жюри членӗсем те хутшăнакансем йышлă пулнине палӑртаҫҫӗ.
Ораторӑн текста ăнланса, унта чунлӑх кӗртсе
ӑна туйӑмпа калама тăрăшмалла, итлекене
тыткăнламалла. Ҫак сӗнÿсене пӑхӑнса пурнӑҫланӑ конкурсантран пӗри Г.Н.Волков
ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти 6-мӗш класра вӗренекен
Тимур Амасев (ертÿҫи Л.Г.Адюкова). Тимур хӑйӗн пултарулӑхне кунран-кун туптаса
ҫак конкурсра ҫӗнтерÿҫӗ ята тивӗҫрӗ. Ку паллах пысӑк ҫитӗну. Тимура та унӑн
ертÿҫине те саламласа ӑнӑҫу сунатпӑр. Малашне пирĕн чăваш ачисем хăйсен амăш
чĕлхипе пурне те тыткăнламалла калаçма вĕренĕç, ку енĕпе çитĕнÿсем тăвĕç.