Ача шăпи- пирĕн алăра…

Ача шăпи- пирĕн алăра…

            Класс ертÿҫин  ачан  мĕн пур ҫитменлĕхĕсемпе ырă енĕсене сӑнаса пӑхсах тӑмалла.  Шкулти  психологӗсен  ача  мĕнле шухăшпа,  ĕмĕтпе пурăннине, ăна мĕн кăсăклантарнине – вак-тĕвек таранах тĕплĕн пĕлмелле. Ҫавăн чухне кăна  ачан уйрăмлăхĕсене шута илсе, унпа мĕнлерех ĕҫлемеллине палăртма пултарать вăл.

      Ҫакна тĕпе хурса  Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри  пӗтӗмӗшле пӗлу паракан вӑтам шкулти  6- мӗш класс ачисен  ертÿҫи  тата   шкулти психолог тивӗҫӗсене  пурнӑҫлакан  Адюкова Любовь Германовна  ҫуркуннехи каникул вăхăтĕнче кашни ачан ашшĕ-амăшĕпе уйрăмшарăн   тĕл пулса калаҫу ирттерчӗ. Кун пек тĕл пулура  ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле  воспитании ĕҫне  хутшăнса,  вĕрентекенĕн ĕҫĕнче тĕл пулакан тĕрлĕ ыйтусене те  татса  пама  аван.  Кашни ашшӗ-амӑшӗпе  сиенлӗ  те хӑрушӑ   наркомании чирӗ пирки те суицид хӑрушлӑхӗ ҫинчен те ӑнлантарса  калаҫу  ирттерни,  буклет, памятка тата асӑрхаттару хучӗ парса хӑварни преступлении ҫулӗ ҫинчен пӑрӑнма пулӑшатех. Ҫакӑн пек ачасемпе тата  ашшӗ-амӑшӗсемпе уйрӑмшарӑн  ӑнлантару ӗҫӗсем ирттерсен вӗсен  пуҫӗнчи усал шухӑшӗсем сирӗлеҫҫех.