Пысӑк инкекрен сыхланар!

Пысӑк инкекрен сыхланар!

       Наркомани обществӑшӑн питӗ хӑрушӑ. Унӑн серепине лекнӗ ҫыншӑн пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ тӗпрен ылмашать. Ҫак хӑрушӑ серепене ҫакланасран сыхланас тата наркомани чирӗпе минренӗ ҫынсене тӗрӗс ҫул ҫине кӑларас ыйту тавра калаҫу пуҫарчӗ Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти педагог-психолог Любовь Германовна Адюкова.

    Ачасем ҫитӗнсе пынӑ май ытларах чухне киревсӗр ушкӑнсене кӗме пӑхаҫҫӗ. Хӑйсене ҫитӗннӗ пек кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ. Преступлени ҫулӗ ҫине тӑрас хӑрушлӑх ҫакӑн пек вӑхӑтра пуҫланать те. Ҫапла ан пултӑр тесен, ачасене мӗн пӗчӗкрен тимлӗх, юрату уйӑрмалла. Ача ырра курса ÿссен ырӑ пулатех. Ҫакӑн пек чухне ачан ашшӗ-амӑшӗ чи малтан хӑйӗн ырӑ тӗслӗх пулмалла.

    Паянхи калаҫӑва пӗтӗмлетнӗ май ачасем кӗсъе телефонӗ те сывлӑха самай хавшатма пултарнине ӑнланса, ытларах уҫӑ сывлӑшра уҫӑлса ҫÿреме тата спортпа туслӑ пулмаллине тӗп вырӑна хучӗҫ.