Ҫӑварни уявӗ

Ҫӑварни уявӗ

        Ҫӑварни — савӑнӑҫлӑ уяв, хӗле ӑсатса ҫуркуннене кӗтсе илни. Ӑна ҫурхи кунпа ҫӗр танлашнӑ вӑхӑтра паллӑ тунӑ. Ӗлӗк ҫӑварни кӗҫнерникун пуҫланнӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте икӗ эрнене  те тӑсӑлнӑ. Пӗрремӗш эрни — Аслӑ Ҫӑварни, иккӗмӗшӗ — Кӗҫӗн Ҫӑварни. Христианлӑх сарӑлнӑ май чӑвашсен уявӗ вырӑссеннипе пӗрлешнӗ.

    Ырă йăла – йĕрке пурнăçа кĕрсе пыма пуçларĕ. Пирĕн асатте- асаннесем хăй вăхăтĕнче вĕсене çирĕп тытса пынă. Кашни ĕç-пулăмĕн хăйĕн вăхăчĕ. Çут çанталăкăн та хăйĕн вăхăчĕ. Хĕллепе çуркунне  вăй виçеççĕ. Çак вăхăтра чăвашсем çăварни уявне иртереççĕ.
      Пуш уйăхĕн 4- мĕшĕнче  Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паран вӑтам шкулти 6-мӗш класс ачисем те ҫак уява хаваслă  ирттерчӗҫ.
Уявра никама та  кичем пулманни вӗсен савӑнӑҫӗнчен палӑрчӗ. Кашни ача вĕри чей ĕҫсе, икерчĕ ҫиме  те пултарчӗ.  
      Хĕл иртнипе пĕрле чир-чĕр те кайтăр тесе ачасем сӑвӑсем каласа савӑнчӗҫ.Уяв пурин кӑмӑлне те тивӗҫтерчӗ.

 Ҫак каҫӑпа видеоролик курма пулать:    https://www.youtube.com/watch?v=l2KuE6dgEdw