Эпир манман чух вӗсен ячĕсем вилĕмсĕр

Эпир манман чух вӗсен ячĕсем вилĕмсĕр

  Вунӑ ҫула пынӑ Афган вӑрҫи: 1979 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 1989 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗччен — 2238 кун. Елчӗк районӗнче кун ҫути курнӑ 300 ытла ҫамрӑкӑн  Афганистан сӑрт-тӑвӗн чулӗсене хӑйсен юнӗпе хӗретме тивнӗ.   Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти 6-мӗш класс ачичемпе вӗсен класс ертӳҫи Любовь Германовна Адюкова «Эпир манман чух вӗсен ячӗсем вилӗмсӗр» ятпа класс сехечӗ ирттерчӗ. Аслӑ Елчӗк ялӗнчен ҫак вӑрҫа хутшӑннӑ паттӑрсемпе онлайн мелӗпе ҫыхӑнма пултартӑмӑр. Хамӑр хушӑрах ҫӳрекен паттӑрсен аса илӗвӗсемпе паллашнӑ хушӑра вӗсен сӑнÿкерчӗкӗсене те курма пултартӑмӑр.

      Хӗрӳ точкӑсенче пуҫ хунӑ ҫамрӑксен ячӗсене яланлӑхах асра хӑварас тесе Елчӗк районӗнчи пуҫне хунӑ паттӑрсене асӑнса пехота бронемашинине вырнаҫтарнӑ. Хамӑр вӗренекен шкул ҫурчӗ ҫине те  вӑрҫӑра паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫне хунӑ А.М.Патшина асӑнса асӑну хӑми ҫыпӑҫтарнӑ.

   Калаҫӑва пӗтӗмлетсе класс ертÿҫи ачасене Афган паттӑрӗсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесене  ытлах вулама тата ҫак паттӑрсен ячӗсене ӗмӗр-ӗмӗр асра тытма сӗнччӗ.