Ҫул-йӗр правилисене асрах тытасчӗ

Ҫул-йӗр правилисене асрах тытасчӗ

Ҫул-йӗр ҫинче тӗл пулакан хӑрушсӑрлӑхсене пӗлсе асра тытсан ҫеҫ ҫул ҫинче инкек пулас хӑрушлӑх чакать. Паян, Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти 6-мӗш класра «Ҫулпа ан шÿтле» темӑпа класс сехечӗ иртрӗ. Инкек-синкерен сыхланас тесен, кашни ачанах ҫул-йӗр правилисене хутлас таблици евӗр пӗлмелли ҫинчен класс ертÿҫи, Любовь Германовна ҫине ҫинех асӑнчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫул ҫитмесӗр транспорт ҫине лармалла марине те хӑйсемех палартрӗҫ ачасем. Вулавӑшра ҫырӑнса илекен "Добрая дорога детства» хаҫатпа паллашнӑ май нумай ҫӗннине те пӗлме пултарчӗҫ улттӑмӗшсем. Уҫӑ калаҫӑва пӗтӗмлетнӗ май Любовь Германовна  кашни ачанах вӗренÿ сумки ҫине ҫакма тӗттӗмре ҫутатакан брелоксем валеҫсе тухрӗ.