РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн указӗпе
килӗшÿллӗн Раҫҫей Федерацийӗнче 2022 ҫула Раҫҫей халӑхӗсен культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Чӑваш енре вара кӑҫал Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ.Ҫак ҫула халалласа Елчӗк районӗнчи Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам
шкулти вулавӑш ертÿҫи Л.Г.Адюкова «Ҫулсем тата ҫынсем» курав йӗркеленӗ. Ҫак асӑннӑ куравра чӑвашран тухнӑ
сумлӑ ҫынсем ҫинчен нумай вуласа паллашма пулать. Ҫавӑн пекех вулавӑшра
ентешсен сӑн ÿкерчӗкӗсенчен ятарласа хатӗрленӗ фотоколлажпа та киленме пулать.
Курав ҫулталӑк тӑршшӗпех ӗҫлӗ.