Пĕтĕм Раççейри «Чарăн ВИЧ/СПИД» акциие хутшӑнса

Пĕтĕм Раççейри «Чарăн ВИЧ/СПИД» акциие хутшӑнса

 

Кашни çулах декабрĕн 1-мĕшĕнче СПИДа хирĕç кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăваҫҫĕ. Ăна халалласа Пĕтĕм Раççейри «Чарăн ВИЧ/СПИД» акци те йĕркеленĕ.

ВИЧ-инфекци чирĕ пĕр ҫынран тепĕр ҫынна еплерех майпа куҫма пултарать-ха? Ҫакăн пирки йĕркелерĕ те ĕнтĕ хăйĕн калаҫăвне Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта педагог-психолог пулса тăрăшакан Л.Г.Адюкова 6-мĕш класра вĕренекенсемпе.

СПИД – хăрушă вирус чирĕ. 25 çул каялла хăвăрт сарăлма пуçланнăран СПИДа «ХХ ĕмĕр мурĕ» тенĕ.

Хăрушă чиртен хÿтĕленесси  чылай чухне хамăртан нумай килет. Вирус чĕрчунсен организмĕнче пурăнмасть, çавăнпа та инфекци вĕсенчен этеме ермест. ВИЧ-инфекци çăлкуçĕ – вирус ернĕ е СПИДпа чирлĕ çын. Чи кирли – организма ытти çыннăн инфекциллĕ шĕвекне кăна лектермелле мар.

Паянхи калаҫу хыҫҫăн ачасем хăрушă чир шÿте юратманнине аван ăнланчĕҫ. Ҫавăнпа та кирек хăш  вăхăтра та асăрханулăхпа тимлĕх пирки манмалла мар тесе пĕтĕмлетÿ турĕҫ.