Çут
çанталăк пире хăйěн
таса сывлăшěпе, илемěпе, кĕреке тулли çимěçĕпе сăйласа ÿстерет. Кашни çын
хăйĕн çут çанталăк
умĕнчи тивěçне туйса, çěре
хисеплесе пурăнма тăрăшать. Çак туйăмлăха
ачасем пěчĕкренех ăша хывса ÿсмелле.
Ахальтен каламан ваттисем: «Лаша пуласси тихаран паллă, çын
пуласси ачаран паллă».
Г.Н.Волков
ячĕллĕ
Аслă Елчĕкри пěтĕмěшле пĕлÿ паракан
вăтам шкулта вěрентекенсемпе
вĕренекенсем çак каларăшсене тĕпе хураççĕ.
Юпа уйăхěн 9-мĕшěнче
5-мĕш
класра вěренекен шăпăрлансем класс ертÿçи ертсе пынипе
ял халăхĕн «Улăх пахчи» кану вырăнне тирпей-илем кĕртрěç. Пуçтарăннă çÿп-çапа тасатса кирлě çĕре
ăсатрěç. Ěç хыççăн ачасем
канма та вăхăт тупрĕç.
Ачасем
çут çанталăка пулăшма пултарайнишĕн чун-чĕререн хĕпĕртерĕç.
Пĕрле кар тăрса, алла-аллăн тытăнса
ĕçлесен çеç
çакăн пек пысăк ĕç
тума пулать.