«Ӑҫта
ÿкессине пӗлсен тÿшек сарса хурӑттӑм теҫҫӗ»,- халӑхра. Анчах та шӑпа пире
малтан мӗн пулассине систерсех каймасть ҫав. Ăнсăртран сиксе тухнă инкекре çеç
мар, ятарласа тунинче те татăлать-çке çын пурнăçĕ. Çын чунсăрланса, хаярланса
пынине мĕнпе сăлтавламалла-ши?
Ҫакӑн
евӗр калаçу тавра сăмах пуçарчӗ те ӗнтӗ Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ
Елчӗкри пěтěмěшле пěлӳ паракан вӑтам шкулта психолог-вӗрентекен
пулса тӑрӑшакан Л.Г.Адюкова 10-11-мӗш класра вӗренекенсемпе.
Калаҫу
юмах итленинчен пуçланчĕ. «Çулпала Юрату, Пуянлӑх тата Сывлӑх пынӑ тет. Каç
пулсан вĕсем пĕр çурт алӑкĕнчен пырса шакканӑ, çĕр каçма кĕртме ыйтнӑ тет. Кил
хуçи алӑка уçнӑ та: «Пирĕн пĕр вырӑн çеç. Хӑшне кĕртмелле-ши, килтисенчен
ыйтам-ха»,- тесе каялла кĕрсе кайнӑ тет… Çак юмаха итлесе ачасем шухӑша кайрĕç.
Тĕрлĕрен хуравсем пачĕç. Ҫавӑн пекех вĕренекенсем тĕрлĕ вӑйӑсем вылярĕç,
кулленхи пурнӑҫра йĕркене пӑхӑнса пурӑнас, асӑрхануллӑрах пулмалли пирки
те манмалла маррине асӑнчӗҫ. Паянхи калаҫу ачасен кӑмӑлне те тивӗҫтернине вара вӗсен
ашӑ куҫӗсенчен туйма пулчӗ.
«Асӑрхануллӑрах
пулӑр - пурнӑҫра кӗтмен инкек пайтах»,- тесе пӗтӗмлетрӗ паянхи калаҫӑва Любовь
Адюкова психолог-вӗрентекен.