«Мӗн
акатӑн, ҫавӑ шӑтӗ», ˗ тенӗ мӗн авалтанах. Шӑтнӑ калчана та тивӗҫлӗ пӑхса
ҫитӗнтермесен, ҫимӗҫне те туса илме май ҫук. Мӗн ачаран ӗҫе хӑнӑхса ÿстерес
тата кашни ача хархам хӑй тивӗҫӗсене тӗрӗс-тӗкел пурнӑҫлама вӗрентес тӗллевпех,
Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ вӑтам шкулти 6-мӗш класра вӗренекесем класс
пÿлӗмне чечексем лартрӗҫ. Халӗ шăпах пӳлĕмри ӳсен-тăрана тымарлантарса
ĕрчетмелли вăхăт-ҫке. Паллах, тымарлантарас ĕç йĕркине пĕлсессĕн ҫеҫ
чечек-курăка ĕрчетме çăмăл. Ҫак йӗркене пӑхӑнса лартнӑ пÿлӗмри чечек папкаланса,
çулçă кăларма пуҫласан кирек кама та хӑй ҫывӑхне илӗртӗ.
Малашне
класра ÿсекен чечексене пăхса тӑрас ĕç ачисемшӗн хӑйне майлӑ яваплӑх пулса
тӑрӗ.