«Тетте» журналӑн ҫӗнӗ кӑларӑмӗпе паллашрӑмӑр

«Тетте» журналӑн ҫӗнӗ кӑларӑмӗпе паллашрӑмӑр

 

«Хыпар» издательство çурчĕ ача-пăчаран пуҫласа аслӑ ӑрурисем валли те тӗрлӗ кӑларӑм пичетлесе кӑларать. Тӑван чӗлхепе те вырӑсла та пичетленекен хаҫат-журнала кашниех чӑтӑмсӑр кӗтет пулӗ.

Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти вулавӑш та кашни ҫулах тӗрлӗ хаҫат-журнал ҫырӑнать. Хаҫат-журналти ҫӗнӗ информаципе маларах паллашас текенсем вара ҫӗнӗ номер килессе чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ.

Вулавӑша килсе тӑракан тӗрлӗ изданисемпе паллаштарас, вĕсем çинчен ытларах каласа кăтартас тĕллевпе вулавӑш ертÿҫи Любовь Адюкова 4–мӗш класра вӗренекенсене кунта йыхравларӗ те. Кĕçĕн классенче ăс пухакансем «Тантăш» хаçата тата «Тетте» журнала хаваспах шĕкĕлчерĕç, «Теттепе» журналти сӑвӑ-калавсемпе паллашрӗҫ, вӑйӑсемпе те выляса киленчӗҫ.