Кӗтмен инкекрен сыхланар

Кӗтмен инкекрен сыхланар

 

Терроризма хирĕç кĕрешесси çивĕч ыйтусен шутĕнче. Вĕренÿ объекчĕсене терроризмран хÿтĕлес ыйту яланах çивĕч тăрать.

Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти 6-мӗш класра вӗренекенсем черетлӗ класс сехетӗнче «Терроризма хирĕç кĕрешесси çивĕч ыйтусен шутĕнче» темӑпа калаҫрӗҫ.

Паянхи кун шкулсенче тата хушма пĕлÿ паракан учрежденисенчи кашни объект тавра карта тытса çавăрнă. Вĕсенче видеосăнав, хурал, кăнтăрла пропуск режимне йĕркеленĕ. Килекен ют çынсене кашнинех регистрацилени, телефон çыхăнăвĕ пурри, хăрушсăрлăх сиксе тухас пулсан ăна сирсе яракан службăсене васкавлăн чĕнсе илмелли кнопка вырнаçтарни вĕренÿ учрежденийĕсене хÿтлĕхпе тивĕçтерет.

Калаҫӑва пӗтӗмлетнӗ май, ачасем тĕрлĕ хӑрушӑ лару-тăрура хăйсене тĕрĕс тытасса шанас килет.