«Илемлĕ чăваш чĕлхи» сочиненисен конкурсĕ иртрĕ

Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхи кунне халалласа «Илемлĕ чăваш чĕлхи» сочиненисен конкурсĕ иртрĕ. Ачасем хăйсем çырнă ĕçĕсенче тăван чĕлхене юратнине, унпа мухтаннине тарăн сăнласа пачĕç.

Çак конкурса 5-9-мěш класра вĕренекенсен хушшинче иртрĕ. Пахалăх енчен палăрнă ĕçсем те аванах пулчĕç. Чăн анлă шухăшлă ĕç 8-мĕш класра вĕренекен Мартынова Дарьяпа Матвеева Александрăн пулчĕç.

«Тăван чĕлхе вăл тăван халăхăн нихçан та иксĕлми ăс-тăн çăл куçĕ. Çак ăлкуçран тумламăн-тумламăн эпир мĕн ачаранпах вăй илсе пыратпăр»- тесе палăртнă вĕренекенсем хăйсен ĕçĕсенче.

Тăван чĕлхепе тĕрěс калаçни, тĕрĕс çырни –çыннăн культура шайĕ те ÿсет. Ачасем, тăван чĕлхене упрар, ăна ÿсме пулăшар.