«Савнă Ен – Чăваш Ен » сăвă конкурсĕ иртрĕ

Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхине халалланă эрне малалла тăсăлать.  Паянхи кун вара  «Савнă Ен – Чăваш Ен » сăвă  конкурсĕ иртрĕ.

Тăван чĕлхе-халăх чунĕ. Чăнах та ахаль каламан çак сăмахсене.  Мĕн чухлĕ сăвăсем , ваттисен сăмахĕсем, тупмалли юмахсем, юрăсем çырман-ши чăваш чĕлхипе ?

   8-11 класра вĕренекенсем  çак конкурса хăйсем чăваш пулнишĕн мухтаннине пĕлтерчĕç, чăвашлăха пĕтме памалла маррине чĕнсе каларĕç.

  8-11-мĕш класра вĕренекенсем Матвеева Алексадрăпа Райкова Милана  хăйсен сăввисене чуна пырса тивмелле каларĕç,

 Малалла та чечеклен, Чăваш Ен!