«Асамлă чăваш тĕрри»

Тăван чĕлхе пурри – телей. Çав илемлĕ те çепĕç чĕлхепе кулленех ачасене калаçтарни, ăна хисеплеме те упрама вĕрентни пысăк сăвап. Çак шухăша тĕпе хурса ĕçлетпĕр эпир хамăр шкул ÿсĕмне çитмен ача садĕнче.

Нарăс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Хурӑн» ача садӗнче чăваш чĕлхи кунне халалласа тӗрлӗ мероприятисем иртрĕç. Воспитательсем ачасене тематика занятийӗсенче республика элемӗсемпе, тӑван тӑрӑхӑмӑрти паллӑ вырӑнсемпе, чӑваш вӑйисемпе тата чӑваш тӗррин орнаменчӗсемпе паллаштарчĕç. Тӗрӗ- чӑвашсен чи авалхи искусствисенчен пӗри пулни пирки чарӑнса тӑчӗç тата ачасем «Асамлă чӑваш тӗрри» презентаци пӑхрӗҫ.