Тӗрӗс апатланни сывлӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ

     Çирĕп сывлăхлă тата хитре пуласси тĕрĕс апатланнинчен нумай килет. Çакăн пек чухне çын хăйне лайăх та, вăйлă та туять. Апат-çимĕҫ пĕлтерĕшĕ, тĕрĕс апатлану пирки мĕн пĕлмелле-ха?

  Чи малтан ачаранах тӗрӗс апатланма хӑнӑхмалла.Халӗ тӗрлӗ йышши кӗнеке, хаҫат-журнал, интернет уҫлӑхӗнче те апат пахалӑхӗ пирки тупса вулама май пур.

  Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти вулавӑш М.М.Безруких, А.Г.Макеева, Т.А.Филиппова   хатӗрленӗ «Разговор о здоровье и о правильном питании» ӗҫ тетрачӗпе пуянланчӗ. Малашне вӗренекенсем ҫак тетрадьпе ӗҫлесе хайсем валли кирлӗ канашсем илӗҫ.