Мĕнле хитре чăваш тĕрри, -
Ун курăнмасть вĕçĕ-хĕрри.
Унта асамлă çăлкуçсем,
Илемлĕ çутă çăлтăрсем.
В. Давыдов-Анатри
Тӑван халӑха ҫутта кӑлараканӗ И.Я.Яковлев пирӗн ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ пур тенӗ. Ӑҫтан тупӑннӑ-ши несӗлсен ҫавӑн чухлӗ пуянлӑх? Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку халӑх хӑйӗн йӑли-йӑркине ҫирӗппӗн пӑхӑнса упранинчен килнӗ.
Чǎваш чунĕ яланах хитре патне туртǎннǎ. Çавǎнпа унǎн кил-çуртне тĕрленĕ, йывǎçран касса эрешленĕ тата хǎваран авнǎ япаласем, тǎм савǎт-сапа илемпе хǎтлǎх кÿнĕ. Тĕрĕ ǎсталǎхĕ уйрǎмах вǎйлǎ аталаннǎ пулнǎ. Халǎх ĕмĕчĕ-шухǎшĕ, вǎл илеме еплерех ǎнланнине шǎпах çак искусствǎра палǎрнǎ. Тĕрĕпе чǎвашсем тумтире çеç мар, пÿрт ăшчиккине те илемлетнĕ.
Тӗрӗ вӑл – чӑвашсен чи авалхи искусствисенчен пӗри. Чӑваш тӗррин илемӗ такам чунне те канӑҫтарма пултарать, куҫа илӗртет. Ытларах шурă пир çине тĕрленĕ. Çипписем çутçанталăкри тĕссене çывăх пулнă. Ытлашши йăмăх тĕссене килĕшÿсĕр тесе шутланă. Хӗрлӗ тӗс – юн, пурнӑҫ, ӗҫ. Симӗсси вара – ҫут ҫанталӑк. Сарӑ тӗс – хӗвел, телей. Шурӑ тӗс – чун тасалӑхӗ, ҫутӑ кун. Хура – хура халӑхӑн ҫӗр тӗсӗ, халӑх вӑйӗ.
Чăваш тĕрри кунне халалласа Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти 1-мĕш класра вĕренекенсем Егоркина Л.Н. класс ертӳçи ертсе пынипе чăваш тĕррисемпе паллашрĕç. Асаннесен, кукамайсен тĕррисене шкул музейне кайса тишкерчĕç. Ĕç урокĕнче асра юлнă чăваш тĕррисене усă курса «кĕпе» илемлетрĕç. Ачасем хăйсен ĕçĕсемпе кăмăллă пулчĕç.