Паян пĕтĕм тĕнчери ачасен кунĕ. Ăна пĕрлештернĕ нацисен организацийĕн тĕп ассамблеи ачасене тĕрĕс-тĕкел, сывă ÿстерес тĕллевпе 1954-мĕш çулта йышăннă. Çак куна халалласа Чăваш Енре те тĕрлĕ мероприяти иртрĕ.
Ҫак уяв кунĕнче Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенӗ Л.Г. Адюкова пулӑшние «Пукане кружокне» ҫÿрекен 5-мӗш класс ачасем сцена ҫине черетлӗ юмах кӑларма пултарчӗҫ. Вӗсем Г.Кириллов ҫырнă «Йытăпа сунарҫă» хайлава чӑн-чӑн артистсем пекех кӑтартрӗҫ. Пӗчӗк театр кашни куракан кăмăлне тивĕҫтерни вĕсен ăшă йăл-кулинченех палăрчĕ. Хăйсен ĕҫĕпе хавхаланнă ҫамрӑк артистсем куракансене малашне те ҫĕнĕ юмахсемпе савӑнтарма сӑмах пачӗҫ.