ZOOM хушăм урлă ирттернĕ ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ

     Сисĕнмерĕ те вĕренÿ ҫулĕн пĕрремĕш тапхăрĕ те хыҫă юлчĕ. Умра – чи кĕске чĕрĕксенчен пĕри. Ҫанă тавăрса вĕренмелле  анчах. Шкул ачисемшĕн кĕркуннехи каникул та пуҫланчĕ. Анчах та кану тапхăрĕнче хăрушă чир сарăласран сыхланмаллах. Вĕрентекенсене те  килтен тухса çỹреме сĕнмеҫҫĕ. Ҫавна пула, вĕсенчен нумайăшĕ дистанци мелĕпе ĕҫлет.

     Çакăн пек кăткăс лару-тăрура пĕр-пĕринпе ҫыхăну тытма  Интернет пулăшать.  Хальхи вăхăтра дистанци мелĕпе ĕҫлеме йывăр мар. Чи кирли – алăра Интернетпа çыхăнтарнă компьютер е телефон пурри. Ҫакнашкал мелпе халĕ кашни килтех усă  курма пултараҫҫĕ пулĕ. 

       Вĕрентекен  ачасене  пĕлỹ парассишĕн  яваплă, ашшĕ-амăшĕн вĕсен вĕренĕвĕпе кашни кунах кăсăкланмалла.  Ачаран лайăх ҫын пăхса ҫитĕнтересси – пархатарлă та йывăр ĕҫ. Ашшĕ-амăш умне кунсерен вуншар та ҫĕршер ыйту тухса тăрать. Ҫав кĕтмен ыйтусене пĕрле пуҫтарăнса тишкерсен анчах татса пама пулать.

       Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулти 5-мĕш класс ертÿҫи Л.Г.Адюкова вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе онлайн мелĕпе пуху ирттерчĕ. Калаҫу «Ача шăпи-пирĕн алăра» тема тавра пулчĕ. ZOOM хушăм урлă онлайн ҫыхăнăва класри  кашни ачан амăшĕ тухрĕ. Пуху тĕрлĕ ыйтăва хуравлама пулăшрĕ. «Вĕренекенсем вăтам ÿсĕме хăнăхса пыни сисĕнет.  Вĕсем хăйсен хастарлăхне тĕрлĕ конкурсра ҫитĕнÿсем туса  ҫирĕплетеҫҫĕ», - терĕ класс ертÿҫи Любовь Адюкова. Ҫавăн пекех вăл ачасен шкул пурнăҫĕнчи сăнÿкерчĕксенчен  хатĕрленĕ видео-презентаципе те паллаштарчĕ.

         Пухăва пĕтĕмлетнĕ май кашни хăйĕн ачин сывлăхĕ яланхи пекех чи хакли пулнине асăнчĕ. Малашнехи вĕренÿре те ачасене пулăшса пырассине ҫирĕплетрĕҫ вĕсем.

 

Видео-презентаци: https://www.youtube.com/watch?v=bKb8yOamO5c