Паян этнопедагогика никĕслевҫин Геннадий Никандрович Волковăн ҫуралнă кунĕ. Паллă ăсчаха халлалласа Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕпе хисепленекен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вулавăш виртуаллă майпа кĕнеке куравĕ хатĕрлерĕ. Унта ентешĕн ăса вĕрентекен паллă кĕнекисемпе сăн ÿкерчĕкĕсемпе паллашма пулать.https://www.youtube.com/watch?v=pQb7plm_n_M&feature=youtu.be
Шкул ачисемпе вĕрентекенсем те Г.Н.Волковăн сăмахĕсене, вăл парса хăварнă паха пĕлеве тĕпе хурса пурăнаҫҫĕ. Вĕсем кунран кун пархатарлă та ырă ĕҫсем тума ăнтăлаҫҫĕ. Ăсчаха халалласа 5-мĕш класра вĕренекенсем унăн «Кил илемĕ» кĕнекери «Асамлă турапас» юмаха сцена ҫине кăларчĕҫ. Вĕсен ăсталăхне куракансем онлайн мелĕпе хак пачĕҫ. Сире те унпа паллашма сĕнетпěр: https://www.youtube.com/watch?v=9nCOmDX5I3c