«Тантӑш» хаҫатпа тантӑшлах юласчӗ

  

     Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти вулавӑш кашни ҫулах тӗрлӗ хаҫат-журнал ҫырӑнать.  Ачасем те хаҫат-журналӑн ҫӗнӗ кӑларӑмӗ килессе чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ. Хăйсем хаҫата ярса панӑ  хайлавӗсене курсан вара питӗ хӗпӗртеҫҫӗ.

      «Тантӑш» тата «Тетте» хаҫат-журнал ӗҫченӗсем  ачасемпе тата та ытларах тачӑ ҫыхӑну тытас  тӗллевпе  Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулта тӗлпулу ирттерчӗҫ. Килнӗ хӑнасем  ачасене пушӑ вӑхӑта еплерех ирттерни е ытти кӑсӑклӑ пулӑмсем ҫинчен тата та  ытларах хайлавсем хаҫата ҫырма сӗнчӗҫ.Тӗлпулури калаҫу ачасемшӗн питӗ усӑллӑ пулчӗ.