«Ырра курса ÿссен ырӑ пулӑн, усала курса ÿссен усал пулӑн»,- тенӗ ваттисем. Пурӑнан пурнӑҫра ырӑ йӗр хӑварас тесен мӗн пӗчӗкренех ачасене тус-юлташӗсем тата обществолла вырӑнсенче хӑйсене тӗрӗс тӗкел тытма хӑнӑхтармалла. Ырра вӗрентни, ӑс пани кирек хӑш вӑхӑтра та килӗшÿллӗ.Ҫакна тӗпе хурса Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти Л.Г.Адюкова вӗрентекен 5-мӗш класс ачисемпе «Этем нумай, ҫын сахал» темӑпа калаҫу ирттерчӗ.
Пин ҫын ˗ пин тӗрлӗ кӑмӑл туйӑм. Пӗрешкел ҫын ҫук. И.Я.Яковлев «Чӑваш халӑхне панӑ халалӗнчи» пӗр-пӗринпе сапӑр пулмалли, ҫукшӑн-пуршӑн чаркӑшса ҫÿремелле мари ҫинчен асӑрхаттарнӑ йӗркесемпе те вуласа паллашрӗҫ пиллӗкмӗшсем. «Кам пулсассӑн та Ҫын пулӑр. Таврари ҫынсене усал тумасӑр, пысӑк йӑнӑшсемсӗр пурӑнӑр. Тӑван ҫӗршывшӑн усӑллӑ ҫын пулса ÿсмелле пултӑрччӗ сирӗн», ˗ тесе пӗтӗмлетрӗ калаҫӑва класс ертÿҫи.