Ҫулпа шÿтлени ˗ вырӑнсӑр!

     Кашни ҫулах ҫӗнӗ вӗренÿ ҫулӗнче ачасене ҫул-йӗр правилине аса илтерни питӗ вырӑнлӑ. Ҫул-йӗр ҫинче тӗл пулакан хӑрушсӑрлӑхсене пӗлсе асра  тытсан,  ҫул ҫинче инкек пулас хӑрушлӑх чакать.

    Паян, Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан  вӑтам шкулти  5-мӗш класра «Ҫулпа ан шÿтле»  темӑпа класс сехечӗ иртрӗ. Инкек-синкерен сыхланас тесен, кашни ачанах ҫул-йӗр правилисене хутлас таблици евӗр пӗлмелли ҫинчен  класс ертÿҫи, Любовь Германовна  ҫине ҫинех асӑнчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫул ҫитмесӗр транспорт ҫине лармалла марине те хӑйсемех  палартрӗҫ ачасем. Вулавӑшра ҫырӑнса илекен "Добрая дорога детства» хаҫатпа паллашнӑ май нумай ҫӗннине те пӗлме пултарчӗҫ пиллӗкмӗшсем.    

      Уҫӑ калаҫÿ ачасен  камӑлне тивӗҫтерни вӗсен куҫӗсенченех палӑрчӗ. Калаҫӑва пӗтӗмлетнӗ май малашне ачасем, хӑйсем ытти чухне еплерех йанӑш туса пынине сӑнаса пырас шухаша пуҫран вӗҫертмерӗҫ.