Мухтавлӑ ентешӗмӗр асран тухмӗ

       Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче икӗ хутчен Совет Союзĕн Паттӑрĕ ята тивӗҫнӗ авиаци генерал-майорĕ Андриян Николаев çуралнăранпа 91 çул ҫитрӗ. Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗ ҫӗршывӑн космонавтикинче тата чӑваш халӑхӗн историйӗнче  вӑл паллӑ йӗр хӑварнӑ. Чӑваш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Андриян Николаев шӑп та лӑп ҫавӑн чухне тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленнӗ те. Вӑл уҫлӑха хӑпарнӑ хыҫҫӑн чӑвашсем ҫинчен пӗтӗм тӗнче пӗлме пуҫларӗ. 

      Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ вӑтам шкулти вулавӑшра та  хисеплӗ ҫыннамӑра халалласа кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Кураври кӗнекесемпе паллашнӑ май Андриян Григорьевич Николаев Чăваш Ен аталанăвĕшĕн, тăван халăхăмăрăн ырлăхĕшĕн каласа пĕтерме çук нумай ырă ĕç тунине, ырми-канми ĕçленине чӗрепе туйма пулать.

     Чăвашсен мухтавлă ывăлĕн Андриян Николаевӑн çутă ятне Чăваш Енре кăна мар, Раççейӗн тĕрлĕ тăрăхĕнчи ентешсем те ĕмĕр-ĕмер чĕрере упрĕҫ.