Чăваш литературин классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 130 çул ҫитет. Вӑл ҫырнӑ «Тимӗр тылӑ», «Тӑлӑх арӑм», «Икӗ хӗр», «Выҫӑ аптранӑскерсем» сӑвӑсем, «Хальхи самана», «Нарспи» поэмӑсем, «Шуйттан чури» трагеди, «Пӑртта йӑхӗ» хроника сыпӑкӗсене ватти те, вӗтти те юратса вулать. Вилӗмсӗр «Нарспи» поэма вара нихӑҫан та манӑҫа тухмасть.
Чăваш Республикин вӗренӱ институчӗ К.В.Ивановӑн сумлӑ юбилейне халалласа «Çакă çутă тĕнчере …» акци йӗркеленӗ. Вулавӑш ертÿҫи Любовь Адюкова пуҫарнипе ҫак акцие Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти пултаруллӑ вӗрентекенсем тата вӗренекенсен амӑшӗсем те хутшăнма кӑмӑл турӗҫ.Кашни хутшӑнакан хӑйӗн чун хавалӗпе «Нарспи» поэмӑн пӗр ҫаврӑмне вуларӗ. Кирек епле ӗҫе те кӑмӑлтан пуҫӑнсан вӑл ӑнӑҫлӑ пулатех. Эсир те курса паллашма пултаратӑр.