Пионер организациӗ тахҫанах ҫук ӗнтӗ. Анчах аслӑраххисем, ҫак чыса тивӗснисем, паян та ырӑпа аса илеҫҫӗ пионер ачалӑхне. Хӗрлӗ виҫ кӗтеслӗ галстука, пӑнтӑр-пӑнтӑр параппанпа, кавайт тавра пухӑнса юрланине, кивӗ хутпа (макулатура) тимӗр-тӑмӑр ӑмӑртмалла пуҫтарнине ӑҫтан манайӑн-ха? Ҫамрӑк ӑру кун пирки интернет уҫлӑхӗнчен, истори учебникӗсенчен тата ашшӗ-амӑшӗ, кукашшӗ-кукамӑшӗ каласа панинчен ҫеҫ пӗлме пултарӗ.
Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти вулавӑш ертÿҫи Любовь Адюкова та паян хӑй пионер пулса ÿсние аса илнӗ май, темиҫе ҫул вулавӑшра пуҫтарӑнса пынӑ хаҫат-журналсемпе паллашса иртнӗ кунсен авӑрне путрӗ.
Пионер организациӗ 1922 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 19 –мӗшӗнче чӗрӗлсе кайнӑ.Вӗсен хайсен саккунӗсем, пурнӑҫ правилисем пулнӑ:
· пионер ˗ пӗтӗм тӗнчери рабочисемпе хресченсен пионерӗсен юлташӗ;
· пионер ˗ пӗлÿ патне туртӑнать. Пӗлÿпе хӑнӑху˗ ӗҫ кӗрешӗвӗнчи вӑй;
· пионер ˗ хӑйӗн тата таврари ҫынсен сывлӑхне упрать. Вӑл ятлаҫмасть, пирус турмасть, эрех-сӑра ӗҫмест. Вӑл ӗҫчен, кирек епле лару-тӑрура та ӗҫлеме пултарать.
Кашни пионер отрячӗн хӗрлӗ ялавпа значок пулнӑ, звеносен –виҫ кӗтеслӗ пӗчӗк ялавсем. Хӗрлӗ косынкине галстук евӗр ҫыхнӑ. Пилӗк пÿрнене тÿрӗ тытса алла ҫÿлелле ҫӗклесе саламланӑ пӗр-пӗрне. «Ӗҫ кӗрешӗвне хатӗр пул!»- тенине хирӗҫ: «Яланах хатӗр!»- тесе хуравланӑ.
Аслӑ Елчӗк шкулӗнче те маттур та пултаруллӑ пионерсем нумай пулнине вулавӑшра типтерлӗн упранакан альбомри заметкӑсене вуланӑҫемӗн пӗлме пулать. Вӗсем тӗрлӗ пултаруллӑх кружокӗсенче тата тӗрлӗ конкурс-ӑмӑртусенче те яланах малтисен ретӗнче пулни савӑнтарать. Мӗн пур пионер ӗҫӗ шкулта, звеносенче иртнӗ. Вӗсем пӗр-пӗриншӗн кар тӑнӑ, пӗри тепришӗн явап тытнӑ.Никам та кая юлса пыман. Кружоксене активлӑ ҫÿренӗ,массӑллӑ субботниксем туса йывӑҫ лартнӑ. Ачасем хыҫҫӑн речӗ-речӗпе юман,чӑрӑш, хурӑн хунавӗсем лара-лара юлнӑ.Паянхи кун вӗсем тем ҫÿллӗш кашласа лараҫҫӗ.Ҫак маттур та пултаруллӑ пионерсен ӗҫӗсем пирки паллашма питӗ касӑклӑ пулчӗ. Хальхи ҫамрӑк ӑру пионерсем тунӑ сӑваплӑ ӗҫе малалла та упрӗ.