Ҫемье ăшши — чун ăшши

                                                                                                                                                                            Юрату ҫемьене илем кÿрет

                                                                                                                                                                              Юратусăр çут тĕнче те хура.

 

     Паян — Ҫемье кунӗ. Ҫемьене пурнӑҫри чи хаклӑ тупра тата тӗрев вырӑнне хурса шанчӑклӑн упрамалла. Ҫывӑх ҫынсене чунтан юратнине систерсе тав сӑмахсем час-часах  калама именмелле мар.

    Ҫемье… Мӗнле илемлӗ те ăшă  сăмах. Мӗн вăл сирӗншӗн ҫемье тесе ыйтсан, кашниех хурав тупать.  

    Чӑваш литературинче те ҫемье тӗп вырӑнта тӑрать. Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти 8-мӗш класра вӗренекесемпе паян дистанци мелӗпе ZOOM хушӑм урлӑ Л.Сачкован «Чĕкеçĕм¸ чĕкеç…» хайлавĕнчи  ҫемье проблемине тишкертӗмӗр. Ҫемье сăмах кӗске пулсан та, унӑн пӗлтерӗшне анлӑлатас тӗлӗшпе  ырăпа усала  та тишкертӗмӗр.    

    Çут тĕнче пуçланнăранпах Çĕр çинче икĕ вăй хуçаланать: Çутăпа Тĕттĕм¸ Ырăпа Усал. Вĕсем хушшинче ĕмĕрхи хирĕçÿ пырать. Хăшĕ çĕнтересси паллах пирĕнтен¸ çынсенчен килет¸ эпир тăвакан ырă е усал ĕçсенчен.

    Хайлав нумай-нумай ыйту хускатать: ҫемьери килӗшÿ,  пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илесси¸ юратупа туслăхра телей тупасси¸ çынлăх… «Юратупа тĕнче тăрать»¸ - тенĕ ваттисем. Çынсем пĕр-пĕрне юратмасан¸ çирĕп çемье тĕвĕленмесен – пурнăç малалла каймасть. Хăшĕ-пĕрисем юратăва черченкĕ япалана упранă пек сыхлаççĕ¸ теприсем вара ним шелсĕр таптаççĕ. Упрамасан¸ хакламасан вăл ванать¸ арканать.

   Ачасем хӑйсем валли паянхи урокран ҫапларах пӗтӗмлеÿ турӗҫ. Кашни ҫыннăн ҫемье ҫавăрмаллах, кашниех ҫакăн ҫинчен ӗмӗтленет, паллах. Ҫемье вăл – чи ăшă  та хăтлă вырăн, унта пире яланах кӗтеҫҫӗ, ҫемье вăл –  шанчăклă та ҫирӗп тыл,  вăл нихăҫан та пире пӗччен хăвармасть.

   Чӑваш литературине вӗрентекен Любовь Германовна Адюкова ачасен шухӑшне  ҫапларах ҫирӗплетсе пӗтемлетрӗ:  «Кашни ачан пуласлăхӗ тăван ҫемьепе ҫыхăннă. Туслă ҫемьере ачасем пӗринчен тепри маттур, ăслă, яланах ашшӗ-амăшне пулăшма тăрăшаҫҫӗ. Ҫемьере ҫирӗп те хастар ăру ҫитӗнни ашшӗ-амăшне те савăнтарать, ырă ят кӳрет. Ҫемье ăшши — чун ăшши»,-тесе  кӑҫалхи вӗренÿ ҫулӗнчи литература урокне вӗҫлерӗ.